1087 | Турӑ ашак кӗлтунине итлес пулсан ашак ҫинче ларса пыракан ҫавӑнтах ӳксе юлмалла. | Турӑ — Шуйттан |
1088 | Турӑ аякра та, хӑлхи ҫывӑхра. | Турӑ — Шуйттан |
1089 | Турӑ валь парсан валюк та пулать. | Турӑ — Шуйттан |
1090 | Турӑ васкамасть. | Турӑ — Шуйттан |
1091 | Турӑ вӑл ӗненсен пур, ӗненмесен ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1093 | Турӑ вӑл пур текен ҫыншӑн пур, ҫук текен ҫыншӑн ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1092 | Турӑ вӑл тур лаша мар, куллен ӗҫе кӳлме ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1094 | Турӑ вырӑна тухса ҫӳремест, каяс ҫӗре ҫынна тара тытса ярать. | Турӑ — Шуйттан |
1095 | Турӑ ӗҫе юратать. | Турӑ — Шуйттан |
1096 | Турӑ ӗҫлекене юратать. | Турӑ — Шуйттан |
1097 | Турӑ ӗҫне турхан та пӗлсе пӗтерес ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1098 | Турӑ ирӗкӗнчен иртеймӗн. | Турӑ — Шуйттан |
1099 | Турӑ ирӗкӗнчен иртсе ҫӳҫ пӗрчи те тӑкӑнмасть. | Турӑ — Шуйттан |
1100 | Турӑ ирӗкӗпе тӗнче тӑрать, вӗреннипе ҫынсем пурнаҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1101 | Турӑ йывӑҫҫи туратлӑ пулать. | Турӑ — Шуйттан |
1102 | Турӑ каларӑш виҫҫӗ теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1103 | Турӑ калать тет: «Чухӑна хутаҫ ҫак, пуяна кушиле ҫак», — тесе. | Турӑ — Шуйттан |
1104 | Турӑ калать юлашки пӗрчине те ҫынна пама. | Турӑ — Шуйттан |
1105 | Турӑ кама памаллине пӗлет теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1106 | Турӑ канашӗ виҫҫӗ теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1107 | Турӑ кашкӑра упа вӑй, упана кашкӑр чӑрсӑрне паман. | Турӑ — Шуйттан |
1108 | Турӑ кашни ҫынна ҫак тӗнчере уйрӑм вырӑн панӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1109 | Турӑ кун парать, вӑлах ҫиме те парать. | Турӑ — Шуйттан |
1112 | Турӑ курать те, васкамасть. | Турӑ — Шуйттан |
1113 | Турӑ курать те, час каламасть. | Турӑ — Шуйттан |
1111 | Турӑ курать, ҫырса пырать. | Турӑ — Шуйттан |
1110 | Турӑ курать: кам кама хур тӑвать. | Турӑ — Шуйттан |
1114 | Турӑ мар, пуҫа хуйӑх шуратать. | Турӑ — Шуйттан |
1115 | Турӑ Мӗкӗте мар, веҫех курать. | Турӑ — Шуйттан |
1116 | Турӑ мӗн курма ҫырнине курасах пулать. | Турӑ — Шуйттан |
1117 | Турӑ Микишке мар вӑл теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1118 | Турӑ нумая хапсӑнма хушмасть. | Турӑ — Шуйттан |
1119 | Турӑ паман пӳ-сине Турӑран туртса илеймӗн. | Турӑ — Шуйттан |
1122 | Турӑ паман телее сутӑн илме ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1121 | Турӑ паман тӗс-пите укҫа парса илме ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1123 | Турӑ паманнине ҫветтуй сывлӑш парас ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1124 | Турӑ паманнине туртса илме ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1125 | Турӑ паманнине тухтӑр парас ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1120 | Турӑ памасан кашкӑр ҫимест. | Турӑ — Шуйттан |
1126 | Турӑ памасан та тислӗк парать. | Турӑ — Шуйттан |
1127 | Турӑ памасан хӑвӑнтан ыйт. | Турӑ — Шуйттан |
1128 | Турӑ памасть, хамӑр ӗҫлени парать. | Турӑ — Шуйттан |
1129 | Турӑ панӑ мӑйӑр шӑлсӑра. | Турӑ — Шуйттан |
1130 | Турӑ панӑ ҫӗршыва тӑшмана ан пар. | Турӑ — Шуйттан |
1131 | Турӑ панӑ чун чул хушшинче те ҫитӗнет. | Турӑ — Шуйттан |
1132 | Турӑ панӑ ырлӑх туратсӑр. | Турӑ — Шуйттан |
1133 | Турӑ панӑ ырлӑха каялла тӗкмелле мар. | Турӑ — Шуйттан |
1134 | Турӑ пани турилкке ҫинче ларнӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1135 | Турӑ пани тутӑхмасть. | Турӑ — Шуйттан |
1136 | Турӑ панипе усӑ курма пӗлес пулать. | Турӑ — Шуйттан |